
Вулавӑшсене хӑш-пӗр ҫыравҫӑ хӑйӗн кӗнекине кӑмӑлтан парнелет. Темиҫе уйӑх каялла республикӑн Наци вулавӑшне чӑваш ҫыравҫи тата тӑлмачи Иван Егоров 503 кӗнеке, ҫав шутра хӑйӗн тата унӑн пиччӗшӗн Михаил Сениэль хайлавӗсем пулнӑ, парнелени пирки эпир пӗлтернӗччӗ.
Патӑрьелӗнчи тӗп вулавӑша асӑннӑ районти Ҫӗнӗ Ахпỹрт ялӗнче ҫуралса ỹснӗ Людмила Сачкова ҫыравҫӑ «Ӑс-хакӑл хӑвачӗ: интервьюсем» кӗнеке парнеленӗ. Кӗнекере — Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ӗҫленӗ тата халӗ вӑй хуракан чӑваш ӑсчахӗсен еткерлӗхӗпе кун-ҫулӗ ҫинчен йӗркеленӗ пурӗ 47 интервью вырӑн тупнӑ. Интервью паракансен шутӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн пуҫлӑхӗ Ю.Н. Исаев, Ю.М. Артемьев литературовед, критик, В.П. Станьял литературовед, публицист, поэт, общество деятелӗ, таврапӗлỹҫӗ, А.А. Трофимов искусствовед, ӑсчах, В.Г. Харитонова историк-археолог, А. П. Хусанкай тӗпчевҫӗ, литература критикӗ, публицист тата ыттисем те пур.
Патӑрьел районӗнчи икӗ фермер пахча ҫимӗҫ упрамалли вырӑн хута янӑ. Уйра пуҫтарнӑ ҫӗрумине, хӗрлӗ кӑшмана, кишӗре унта хунӑ вӗсем. Унти условисем пахча ҫимӗҫе ҫуркуннечченех лайӑх упрама май параҫҫӗ.
Пӗри — Ҫӗнӗ Ахпӳртре. Унта 450 тонна упрама май пур. Унта кондиционер, вентилятор, термометр вырнаҫтарнӑ. Людмила Краснова кун ҫине 3 миллион тенкӗ тӑкакланӑ. Анчах ку тупӑш кӳрессе шанать вӑл. Ятарлӑ программӑпа усӑ курнӑран вӑл тӑкакланӑ укҫан 20 процентне каялла тавӑрӗ.
Тепри — Патӑрьелте. Петр Ялуков фермер кӑҫал ҫӗрулми лайӑх туса илнӗ. Унччен вӑл пахча ҫимӗҫе тӳрех сутнӑ. Халӗ хранилище тусан вӑл 2000 тонна ҫӗрулмине унта упрӗ.
Фермерсем ҫӗрулмине хӗлле тата ҫуркунне сутӗҫ. Ун чухне хак хӑпарӗ.

Чӳкӗн 7-мӗшӗнче Патӑрьелти культурӑпа кану центрӗнче «Чӑваш пики–2014» илем конкурсӗ иртнӗ. Пултаруллӑ ҫамрӑксене палӑртас, чӑваш культурине, йӑли-йӗркине упраса хӑварас лартакан мероприятие хутшӑнакансене сцена культури, аудиторипе калаҫас, сцена ҫинче тытас, артист ӑсталӑхне тата ыттине кура суйланӑ.
Конкурс вӑхӑтӗнче «Асанне арчи» наци ӑмӑртӑвӗ йӗркеленӗ.
Конкурса хутшӑнакансем хӑйсемпе паллаштаракан слайд-шоу хатӗрленӗ. «Тӑван ен, тӑван тавралӑх» слайд-шоу вӑхӑтӗнче тӑван кӗтесе, яла, йӑла-йӗркене, яла, ял уявне кӑтартнӑ. «Чӑваш наци апачӗ» ӗҫе те хӗрсем аван хатӗрленӗ.
«Чӑваш пики–2014» ята Патӑрьелти Таня Николаева ҫӗнсе илнӗ. «Вице Чӑваш пики–2014» ята Чӑваш Ишекри Светлана Максимова тивӗҫнӗ. Начар Упи ялӗнчи Ольга Сироткина «Хӳхӗм пике» пулса тӑнӑ, асӑннӑ ялти Светлана Журавлева — «Ҫепӗҫ пике», Алманчӑри Инна Петрова — «Илӗртӳллӗ пике», Ҫӗнӗ Ахпӳртри Елена Козлова — «Куракансем кӑмӑлланӑ пике».
Сӑнсем (16)
Нумаях пулмасть Патӑрьел районӗн кунӗ пулнӑ. Ҫак кун халӑхшӑн чӑннипех те савӑнӑҫлӑ иртнӗ.
Ыхракассинче выльӑх-чӗрлӗх пусмалли цех уҫӑлнӑ. Ку — халӑхшӑн ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ. Решит Санзяпов каланӑ тӑрӑх, унта 11 ӗҫ вырӑнӗ пулӗ. Эппин, 11 ҫемье укҫа ӗҫлесе илме пултарӗ.
Ҫӗнӗ Ахпӳртре те уяв иртнӗ. Унта ҫуллахи уйлӑх (лагерь) уҫӑлнӑ. Анчах вӑл — ӗнесем валли. Лагере 400 пуҫ вырнаҫма пултарать. Ӑна хута ямашкӑн 4 миллион тенкӗ тӑкакланӑ. Ятарлӑ вырӑнта ӗне ҫинӗ чухне доярка ӑна сӑвать. Малтанлаха палӑртнӑ тӑрӑх, лагерьте 18 ҫын вахта мелӗпе ӗҫлӗ.
Ҫӗнӗ Ахпӳртре ҫав кун ҫӗрулми упрамалли объекта та уҫнӑ. Ӑна усламҫӑ хӑйӗн укҫипе хута янӑ. Унта 800 тонна ҫӗрулми хума пулать. Анчах унта вентиляци тытӑмне тата электроэнергие туман-ха хальлӗхе. Кун хыҫҫӑн ҫеҫ вӑл ӗҫлеме пултарӗ, республика экономикине тупӑш кӳрӗ.

Ку конкурса патӑрьелсем ҫамрӑк специалистсен професси ӑсталӑхне, вӗсен ят-сумне ӳстерес тата вӗсене хавхалантарас тӗллевпе ирттернӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене районти Акатуйра, темӗн чухлӗ ҫын умӗнче чыслани хӑйех хисеп мар-и тата!
Сывлӑха сыхлас ӗҫре чи лайӑх ҫамрӑк специалист ятне Патӑрьелти тӗп пульницӑра анестезиолог-реаниматологра тӑрӑшакан Татьяна Острякова тивӗҫнӗ. «Патшалӑхӑн ҫамрӑксен политики енӗпе ӗҫлекен чи лайӑх активист–общественник» — райадминистрацин вӗренӳ, социаллӑ аталану, информаци тивӗҫтерӗвӗ тата архив енӗпе ӗҫлекен пайӗн ҫамрӑксен канашӗн пайташӗ Татьяна Илюткина.
«Вӗренӳ ӗҫӗнчи чи лайӑх ӗҫчен» — Патӑрьелти 1-мӗш шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Наталия Путякова. Юлашкинчен асӑннӑ номинацире 2-мӗшпе 3-мӗш вырӑнсем те уйӑрнӑ. Вӗсене Шӑнкӑртамри шкулта ют чӗлхене ӑша хывтаракан Чулпан Ишмуратова тата Патӑрьелти 1-мӗш шкулти чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ Ольга Каллина тивӗҫнӗ.
Правӑна сыхлакан органсенче вӑй хуракансенчен асӑннӑ районти муниципалитетсем хушшинчи уйрӑмри кадрсем енӗпе тӑрӑшакан Наталья Мишина инспектора ҫитекенни ҫук иккен.

Митта Ваҫлей ячӗлле преми лауриачӗсем ӗнер, паллӑ сӑвӑҫ ҫуралнӑ кун, Патӑрьел тӑрӑхне ҫитнӗ — ун вил тӑпри ҫине чечек хунӑ.
Ҫула фонд ертӳҫи Илле Иванов, Тольяттири чӑвашсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Глухов Алексей Петрович (лауриат), Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн доценчӗ Надежда Григорьевна Иванова (лауриат), районти «Авангард» хаҫатӑн (лауриат) редактор ҫумӗ Николай Дмитриевич Ларионов, ЧППУ студенчӗ Алина Егорова тухнӑ. Вӗсем районӑн администраци пуҫлӑхӗн ӗҫне туса пыракан Мансур Калмоковпа тӗл пулнӑ, Патӑрьел районӗнчи «Ҫӑкӑр» музее ҫитсе курнӑ. Музейра ҫак кунсенче паллӑ сӑвӑҫа асӑнса ятарлӑ курав ӗҫлет — унта Митта Ваҫлейӗпе тӗплӗн паллашма май пур.
Ҫавӑн пекех вӗсем АСлӑ Арапуҫри шкула та ҫитсе курнӑ — кунта иртнӗ мероприятие хутшӑннӑ. Шкул ачисем Митта Ваҫлейӗн сӑввисене епле вулани, паллах, вӗсен кӑмӑлне кайнӑ.
Ҫулҫӳрев Митта Ваҫлейӗн вил тӑпри ҫине ҫитсе унта чечек хунипе вӗҫленнӗ.
Паян, раштавӑн 13-мӗшӗнче, Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Ахпӳртре пурӑнакан Ермакова Марфа Филипповна 100 ҫул тултарчӗ.
Ӑна саламлама Патӑрьел районӗн администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ Валерий Осипов, Туҫа ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Николай Перепелкин, тата ытти тӳре-шара ҫитрӗҫ. Ҫӗр ҫул тултарнӑ кинемее хӑнасем парнесем пачӗҫ — чечексем те пулчӗҫ, Владимир Путин алӑ пуснӑ открыткӑ та.
Марфа Филипповна хӑй юнашарти Ҫӗнӗ Ахпӳрт ялта ҫуралнӑ. 1938 ҫулта вӑл Иван Алексеевича качча тухнӑ. Нумая тӑсӑлман вӗсен телейлӗ пурнӑҫӗ — 1941 ҫулта упӑшки вӑрҫа тухса кайнӑ. 1944 ҫулта сусӑрланса таврӑннӑ, 56 ҫула ҫитсен ҫӗре кӗнӗ. Марфа Филипповна упӑшкине 4 ача ура ҫине тӑратнӑ, хальхи вӑхӑтра 10 мӑнук тата 11 мӑнук ачи.
Шывран вут пек хӑра, вутран шыв пек хӑра тенӗ чӑваш. Чӑн та, иккӗшӗ те шӳтлемелли япаласем мар ҫав. Тата вӑрӑран юлать, вутран юлмасть тенине шута илсен пушшех те шиклентерет. Шӑматкун, акӑ, Патӑрьел районӗнчи Ҫӗнӗ Ахпӳрт ялӗнче инкек пулса иртнӗ. Ҫав кунхи вӑйлӑ ҫумӑр вӑхӑтӗнче ҫиҫӗме пула 59 ҫулти арҫын сарайӗ тивсе илнӗ. Ҫулӑмпа кӗрешме пырса ҫитнӗ Инкеклӗ ӗҫсен министерствин ӗҫченӗсем, Турра шӗкӗр, вута алхасма паман — хӑвӑрт сӳнтернӗ. Ҫапах та хуралтӑн ҫивиттийӗ ҫунса кайма ӗлкӗрнӗ, вӑл хӑй те самай сиенленнӗ. Тӑкака 25 пин тенкӗпе хаклаҫҫӗ.

Нарӑсӑн 23-мӗшӗнче пӗтӗм халӑх тӑван ҫӗршывӑн шанчӑклӑ хуралҫисене чыслать. Ҫак пысӑк уяв умӗн Патӑрьел районӗнчи Ҫӗнӗ Ахпӳрт шкулӗнче вӗренекенсемпе вӗсене ӑс хывакансем нумай ӗҫ палӑртнӑ. Вӗсенчен пӗри — Мингалев Александр Егорович спецназ ветеранӗпе тӗлпулу йӗркелени.
Вӑл хӑй ҫырнӑ юрӑсемпе Чечен вӑрҫин тискерлӗхне, паянхи ҫӗршыв хуралӗнче тӑракан паттӑр салтаксен сӑнарне шкул ачисемпе учительсем патне ҫитерчӗ.
Пирӗн ҫӗршывӑн паттӑр салтакӗсем ҫын ҫӳремен шурлӑхра, кайӑк ларман ту хысакӗнче, кашкӑр кӗмен вӑрман чӑтлӑхӗнче — тӑван ҫӗршывӑн кашни утӑмӗнче тискер тӑшмана ҫунтарнӑ. Этемлӗх нумай вӑрҫӑра ҫӗнтернӗ. Анчах вӑрҫӑ хӑйне яланлӑхах тӗп тумасӑр та ҫӗршыв салтак ӳстерме пӑрахмӗ. Усал вӑя хирӗҫ аслӑ вӑй кирлӗ. Сывӑ, маттур, шанчӑклӑ пулма пилленӗ ҫамрӑксӗне аслӑ ӑру. Ҫак пил яланах пирӗн асра.
Александр Егорович шкулсенче хӑюлӑх, хастарлӑх, паттӑрлӑх урокӗ ирттерни паянхи ҫамрӑк ӑрушӑн питӗ кирлӗ.
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче юн тӑкнисене, Чечен Республикинче, Афганистанра пулнӑ интернационалист-салтаксене, паянхи ҫӗршыв хуралӗнче тӑракансене пуҫ тайса ҫапла калатпӑр: «Паттӑрсен ӗҫне-хӗлне нихҫан та манмӑпӑр, ӑна хамӑр хастарлӑхпа пуянлатса пырӑпӑр!

Юпан 2-мӗшӗнче пирӗн паллӑ ҫыравҫӑ Юлия Александровна Силэм ҫуралнӑранпа 60 ҫул тулать. Ҫак юбилея хатӗрленсе Патарьел районти тӗп вулавӑш ӗҫченӗсем «Ӑна литература ӗмӗрлӗхех тыткӑна илнӗ» ятлӑ кӗнекесен куравӗ хатӗрленӗ. Унта Юлия Александровна ҫырнӑ кӗнекесем тата ун ҫинчен паллӑ писательсем ҫырнӑ тӗрлӗ материалсем вырнаҫтарнӑ. Ҫитес вӑхӑтра прозаик библиотека ӗҫченӗсемпе тӗл пулма килӗшнӗ.
Юлия Силэм — чӑвашсен хальхи вӑхӑтри паллӑ проза ӑсти. РФ писателсен Союзӗн членӗ (1992), ЧР культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1998), Санкт-Петербургри Петровски ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗн чӑн пайташӗ (2001), Патӑрьел районӗн Хисеплӗ ҫынни.
Юлия Силэм 1951 ҫулта юпан 2-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Ҫӗнӗ Ахпӳрт ялӗнче ҫуралнӑ. Кунтах вӑтам шкул пӗтернӗ. Унтан Чӑваш патшалӑх университетӗнчи филологи факультетӗнчен чи лайӑх паллӑсемпе вӗренсе тухнӑ.
Вунӑ ҫулта чухнех литературӑпа интересленме пуҫланӑ, нумай вуланӑ, статьясемпе очерксем, кӗске калавсем ҫырнӑ, пичетленнӗ.
